Что такое findslide.org?

FindSlide.org - это сайт презентаций, докладов, шаблонов в формате PowerPoint.


Для правообладателей

Обратная связь

Email: Нажмите что бы посмотреть 

Яндекс.Метрика

Презентация на тему по чувашской литературе Раштав уйахенчи уявсем

Тĕпчев ĕçне пурнăçлама  хам ума çак  тĕллеве  лартрăм:1.Чăвах халăхĕн Асанкасси ялĕнчи ĕлĕкхи тата хальхи раштав уйăхĕнчи уявсене тĕпчесси; Задачăсем:1.Тĕрлĕ литературăпа усă курса раштав уйăхĕнчи уявсене тĕпчесси; 2.Асанкасси ялĕнчи ватăсенчен уявăн сăвви-юррине ыйтса çырасси; ĕлĕкхи йăла-йĕркипе паллашасси;3.
Муниципаллă бюджетлǎ вĕренÿ учрежденийĕ «Пǎчǎрлǎ Пашьел пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул»Ӗҫе пурнӑҫлаканӗ: Тĕпчев ĕçне пурнăçлама  хам ума çак  тĕллеве  лартрăм:1.Чăвах халăхĕн Асанкасси ялĕнчи Тӗп пай.	Кашни ялӑн хӑйӗн йӑла- йӗрки, хӑйӗн традицийӗ, урӑхла каласан ял «Йăлă çапла», «авалхи йăла хушать», «йăларан тухар мар»- илтетĕн халăхра час-часах. Хĕллехи вăхăтра пысăк уявсем пулнă.Раштавра Христос çуралнине паллă тунă . Раштав Кивĕлле Çĕнĕ çул. Кивĕ стильпе Çĕнĕ çул кăрлачăн 14-мĕшĕнче пуçланнă. Çак Сурхури чăвашсен пит авалхи уявĕ пулни курăнать. «Сурхури» сăмах икĕ пĕлтерĕшпе .Юмăç майĕсем Çав каç ялти урамра ача-пăча сасси кĕрлесе, шавласа тăнă. .Урай варрине çăкăр, укçа, турпас, тăвар, куçкĕски хураççĕ, чашăкпа шыв лартаççĕ, Сурхури эрнинчех крещени уявӗ те пулса иртнӗ.Крещени вӑхӑтӗнче ҫветкесем килрен-киле ҫӳренӗ. Е килĕ умĕнчи мунча пурипе е вутă купине салатса урăх çĕререх Ҫветкесен «тивӗҫӗ» ялтан усал сывлӑшсене,чир-чӗрсене хӑваласа ярасси пулнӑ.	Эрне вӗҫӗнче кӳлӗ ҫинче Карлач уйахĕн 14-мĕшĕнче çын патне кайма юраман. Ирхине ирех чи аслă Крещенке – чиркӳ уявĕ. Пирĕн ялта ăна çулсерен кăрлач (январь) уйăхĕн 19-мĕшĕнче Социалла тĕпчев Кашни халӑх йӑла- йӗркипе ҫамрӑксене яланах лайӑха вӗрентнӗ, ватти-вӗттисене хисеплеме, кӑмӑллӑ, Усă курнă литература4.Скворцов М.И.. Культура Чувашского края. Чувашское книжное издательство. Чебоксары
Слайды презентации

Слайд 2
Тĕпчев ĕçне пурнăçлама  хам ума çак  тĕллеве

Тĕпчев ĕçне пурнăçлама  хам ума çак  тĕллеве  лартрăм:1.Чăвах халăхĕн Асанкасси

 лартрăм:
1.Чăвах халăхĕн Асанкасси ялĕнчи ĕлĕкхи тата хальхи раштав уйăхĕнчи

уявсене тĕпчесси;
Задачăсем:
1.Тĕрлĕ литературăпа усă курса раштав уйăхĕнчи уявсене тĕпчесси;
2.Асанкасси ялĕнчи ватăсенчен уявăн сăвви-юррине ыйтса çырасси; ĕлĕкхи йăла-йĕркипе паллашасси;
3. 2 –мĕш класри ачисемпе социалла тĕпчев ирттересси.
     
Актуаллăхĕ: Паянхи кун ку тĕпчев ĕçĕ актуаллă,  мĕншĕн тесен вĕренекенсене ял йăли-йĕркине пĕлме, вĕрентекенсене, литературăпа интересленекенсене усă курма  кирлĕ ĕç. 

Слайд 3
Тӗп пай.
Кашни ялӑн хӑйӗн йӑла- йӗрки, хӑйӗн

Тӗп пай.	Кашни ялӑн хӑйӗн йӑла- йӗрки, хӑйӗн традицийӗ, урӑхла каласан

традицийӗ, урӑхла каласан ял хавалӗ. Пӗр районтах тӗрлӗ йӑла-

йӗрке, традицийӗ. Хальхи саманара пур ҫӗрте те чӑвашсем «вырӑсланса» кайнӑ темелле.Вӗсем хайсем чӑваш пулнишӗн те именеҫҫӗ,паллах йӑла- йӗркесене те пӗлесшӗн мар.
"Халӑх вӗрентӗвӗн пуянлӑхне упраса аталантарса пырсан ҫеҫ чӑваш ҫӗнӗрен чӗрӗлсе малалла кайма пултарать» тӗнчери ытти халӑх йышӗнче тивӗҫлӗ вырӑна тухать, ӗмӗрхи чапне ҫӗнетсе, чӗртсе яма шанчӑк тупать", - тет педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Г.Н.Волков.

Мӗн авалтан чӑваш халӑхӗ хут ҫине ҫырман, анчах та пурнӑҫра ҫирӗп тытса пыракан йӑла- йӗркесемпе пурӑнать.Чӑваш йӑла- йӗркинче,тыткаларӑшӗнче тӑван халӑх ӑс-хакӑлӗ,кӑмӑл туйӑмӗ палӑрать.


Слайд 4
«Йăлă çапла», «авалхи йăла хушать», «йăларан

«Йăлă çапла», «авалхи йăла хушать», «йăларан тухар мар»- илтетĕн халăхра

тухар мар»- илтетĕн халăхра час-часах. Çав нумай-нумай йăласемпе йĕркесене

халăх шутласа кăларнă. Йăласемпе йĕркесем нихăçан та улшăнмалла мар тенĕ пулсан, эпир калама çук йăнăш тунă пулăттăмăр.Анчах вĕсем ,сыпăкран сыпăка,йăхран йăха куçса пыраççĕ.
Асанкасси ялĕнчи уявсене мĕнле ирттернĕ-ши? Паянхи кун вĕсем мĕнле вырăн йышăнаççĕ-ши?
Çак ыйтусене хуравлама  Асанкасси ялĕнче çуралса пурăннă, 75-ри Инголова Зоя Семёновна (манăн ват кукамай)   пулăшрĕ. 


Слайд 5


Хĕллехи вăхăтра пысăк уявсем пулнă.Раштавра Христос

Хĕллехи вăхăтра пысăк уявсем пулнă.Раштавра Христос çуралнине паллă тунă .

çуралнине паллă тунă .
Раштав килет çулпала,
Кăвак лаша юрттарса,
Шур

лашине чуптарса.
Раштав телей сунать-çке.
Ĕçчен Петĕр мучине.
Тырри нумай пултăр, тет.
Ăна пире патăр,тет.
Инголова Зоя Семёновна каласа панă тăрăх, Асанкассисем раштав уявне кӱршĕри Тутарстан республикинчи Матак ялне хăнана кайнă.Вĕсем вара пирĕн пата Ҫăварни уявĕнче илемлетнĕ лашасемпе килнĕ.



Слайд 6
Кивĕлле Çĕнĕ çул.

Кивĕ стильпе Çĕнĕ çул

Кивĕлле Çĕнĕ çул. Кивĕ стильпе Çĕнĕ çул кăрлачăн 14-мĕшĕнче пуçланнă.

кăрлачăн 14-мĕшĕнче пуçланнă. Çак куна хирĕç, кăрлачăн 13-мĕшĕнче, хĕрсемпе

каччăсем улах ларма пуçтарăнаççĕ.






Ытти чухнехи пекех, ал ĕç тăваççĕ, юрлаççĕ, выляççĕ. Çур çĕр çитес умĕн юмăç яма пуçлаççĕ. Малашне пурнăç мĕнле килессине, мăшăрĕсем кам, мĕнле пулассине, кăçал качча каяссине е авланассине пĕлесшĕн çунаççĕ.
Урамра хĕрсемпе каччăсем «Мĕн ĕçетĕр, мĕн çиетĕр?»,«Ман упăшка мĕн ятлă?», «Мана мĕн пеххилетĕр?»тесе чӱречерен шаккаса кăшкăрса çӱренĕ. Лешсем: «Çǎкǎрпа тǎвар» е «Сар каччă е сар хĕр»тенĕ.
Кашни килтех пăрçа ăшаланă.


Слайд 7
Сурхури чăвашсен пит авалхи уявĕ пулни курăнать.

Сурхури чăвашсен пит авалхи уявĕ пулни курăнать. «Сурхури» сăмах икĕ

«Сурхури» сăмах икĕ пĕлтерĕшпе çыхăннă: «сур» (сура) «шыв» тенине пĕлтернĕ. Сур

турри (шыв турри) — Сурăм. «Хур» — инкек, кўренў. «Сурхури» ăнлавра сывлăх пултăр, сур-хур кайтăр тесе сунни пур. Сур-хур хăвалама çылăхсăр чунсене, ачасене, хутшăнтарнă. Вĕсемпе ăшă кăмăллă пулма, вĕсене кучченеç пама тивнĕ. Çамрăксем юмăç ярасси, çветке пуласси каярахпа, чăвашсене тĕне кĕртсен тин, пуçланнă.
Хальхи вăхăтра ку уяв (кăрлачăн 7-мĕшĕ) христиансен раштав праçникĕпе çыхăннă.
Сурхури кунĕсенче ача-пăча ушкăнпа килĕрен киле çўренĕ.
Ах, кинеми, кинеми,
Çитрĕ акă Сурхури.
Пире кукăль памасан
Сурăх ури хуçăлтăр!
Пире кукăль парсассăн
Сурăх ури сыпăнтăр...
Сурхури уявне хĕрсемпе каччăсем пуçтарăнса, купăс каласа ялта хăйсен тăванĕсем патне кĕрсе çўренĕ, кил хуçисем сăра-эрехпе, янтăланă мăйăрпа çамрăксене сăйланă, нумайăшĕ пăрçа, пан улми, купăста куклисемпе хăналанă. Вĕт-шакăр ачасем пухăнса каччăсем, хĕрсем юрласа ташланине курса çўренĕ.

Слайд 8

.
Юмăç майĕсем
Çав каç ялти урамра

.Юмăç майĕсем Çав каç ялти урамра ача-пăча сасси кĕрлесе, шавласа

ача-пăча сасси кĕрлесе, шавласа тăнă. Хĕрупраçсемпе яш-кĕрĕмсем тата урăхла

камит пулнă. Вĕсем юмăç пăхмалла пулнă.

Слайд 9

.
Урай варрине çăкăр, укçа, турпас, тăвар,

.Урай варрине çăкăр, укçа, турпас, тăвар, куçкĕски хураççĕ, чашăкпа шыв

куçкĕски хураççĕ, чашăкпа шыв лартаççĕ, сакань алăкне уçса хураççĕ.

Хĕрсем е каччăсем чăх тытса кĕреççĕ. Чăххине çавăраççĕ-çавăраççĕ те урайне яраççĕ. Урайне хунă япаласенчен чăх хăшне сăхать, çавăн тăрăх чăх хуçин (тытса кĕрекенĕн) мăшăрĕ мĕнле пулассине калаççĕ.  Сакане сиксен — мăшăрĕ вăхăтсăр вилет теççĕ. Тата чăххи кăçалхи çамрăк чăх пулсан ăна тытса кĕрекенĕн мăшăрĕ хăйĕнчен кĕçĕн пулать имĕш.
Çамрăксем тула тухса хапха урлă çăпата е калуш ывăтаççĕ. Пуçĕпе хăш еннелле ўкет, хĕр çав еннелле качча каять, каччă пулсан — çав енчен хĕр илет.

Картана кайса сурăх урисем те тытаçççĕ. Кашни хăй тытнă сурăх урине татăкпа е çиппе çыхса паллă тăвать. Ирхине кайса пăхаççĕ, хура сурăх пулсан мăшăрĕ хура çӱçлĕ, шурă сурăх лексен сарă ççлĕ пулать теççĕ.Сурăх ури тытнăран сурхури теççĕ ĕнтĕ çав уява.

Слайд 10
Сурхури эрнинчех крещени уявӗ те пулса иртнӗ.Крещени

Сурхури эрнинчех крещени уявӗ те пулса иртнӗ.Крещени вӑхӑтӗнче ҫветкесем килрен-киле

вӑхӑтӗнче ҫветкесем килрен-киле ҫӳренӗ. Вӗсем кивӗ япаласем тӑхӑнса, пичӗсене

хупласа ҫӳренӗ.

Сурхури, Сурхури,
Сурăхсем путек тăваççĕ,
Хĕрсем ача тăваççĕ.
Пире кукăль çитермесен
Сурăхсем хĕсĕр юлаççĕ, —
тесе юрланă çамрăксем.
Çапла вара, Сурхури уявĕ пĕр эрнене пынă. Ваттисем кӱршисемпе пухăнса Сурхури уявланă.


Слайд 11
Е килĕ умĕнчи мунча пурипе е вутă

Е килĕ умĕнчи мунча пурипе е вутă купине салатса урăх

купине салатса урăх çĕререх кӳрши патне купаласа хунă е

салатса пăрахнă. Урамра иртсе пыракан çынна тĕл пулсан, ăна юр çинче йăвалантарнă, хĕвне юр тултарса янă. Пĕтĕм ял кĕрленĕ: кулнă, çухăрнă, ахăрашнă. Каç пулттипе чӳречерен шаккаса-хăратса çӳрекенсем те пулнă. Вĕсем пăтана çип çине çыхтарса чуречерен шаккаса тăнă. Шӳте юратакан ӳркенмен.









Слайд 12
Ҫветкесен «тивӗҫӗ» ялтан усал сывлӑшсене,чир-чӗрсене хӑваласа ярасси

Ҫветкесен «тивӗҫӗ» ялтан усал сывлӑшсене,чир-чӗрсене хӑваласа ярасси пулнӑ.	Эрне вӗҫӗнче кӳлӗ

пулнӑ.
Эрне вӗҫӗнче кӳлӗ ҫинче пӑр касса вакӑ тунӑ, шыва

кӗрсе тасалмалла пулнӑ. Чăнах та пăрлă шыва хăшпĕрисем чăмса тухнă, ыттисем вара мунча хутса тасалнă.
Ҫакăн хыççăн çĕнĕ çул уявӗсен тапхăрĕ вĕçленнĕ. Ҫамрăксем хĕллехи вăрăм каçсенче улах ларма пуçтарăнсан нумайччен çĕнĕ çул мыскарисене аса илнĕ.


Слайд 13


Карлач уйахĕн 14-мĕшĕнче çын патне кайма юраман.

Карлач уйахĕн 14-мĕшĕнче çын патне кайма юраман. Ирхине ирех чи

Ирхине ирех чи аслă кил хуçи пÿрт йĕри-тавра çаврăнса

кĕнĕ те «Çĕнĕ çул старикки е карчǎкки килчĕ. Чǎххǎр-чĕппĕрсем ǎнса пулччĕр»- тенĕ.
Ăнсартран, асăрхамасăр кам та пулсан килсен килекене минтер çине лартса сăмахсем каланă. Выльăхсем ăнмасран хăранă, пĕр-пĕр выльăхĕпе мĕн те пулин начарри пулсан çак кун  килнĕ çынна çулталăк тăрăшшĕпе  вăрçнă.

Слайд 14
Крещенке – чиркӳ уявĕ. Пирĕн ялта ăна çулсерен

Крещенке – чиркӳ уявĕ. Пирĕн ялта ăна çулсерен кăрлач (январь) уйăхĕн

кăрлач (январь) уйăхĕн 19-мĕшĕнче уявланă.Ирхине кăмака умĕнче йăва пĕçернĕ.Йăвана

çăкăн пек тунă:малтан çăкăр валли чуста хунă,чуста хăпарсан ăна унанă та пĕчĕк татăксем каснă.Кăшт хăпарсан çатма çине хурса кăмака умĕнче икĕ енне те çавăрса пĕçернĕ, пиçнĕ çимĕçе пылак шывĕпе сиктернĕ. Малтан çак çуртри килхуçи ваттисене асăнса ,унтан выльăхсем йăва пек мăнтăр пулччăр тесе вĕсене те çитернĕ.
.

Слайд 15
Социалла тĕпчев

Социалла тĕпчев

Слайд 16
Кашни халӑх йӑла- йӗркипе ҫамрӑксене яланах лайӑха

Кашни халӑх йӑла- йӗркипе ҫамрӑксене яланах лайӑха вӗрентнӗ, ватти-вӗттисене хисеплеме,

вӗрентнӗ, ватти-вӗттисене хисеплеме, кӑмӑллӑ, тараватлӑ пулма, туслӑха ҫирӗп тытма,

ӗҫчен те сӑпайлӑ та ӑслӑ,тӳрӗ те ӑшӑ кӑмӑллӑ пулма хистенӗ.
Паянхи кун ялта çак йăла пĕтсе пырать.
Ҫветка тухасси те манăçать. Сайра хутра  ачасем ҫветка  тухаççĕ, аслăраххисем  тухмаççĕ те ĕнтĕ. Крещенке кунхине йава пĕçересси те манăçса пырать.  

Пĕтĕмлетӳ


  • Имя файла: prezentatsiya-po-chuvashskoy-literature-rashtav-uyahenchi-uyavsem.pptx
  • Количество просмотров: 112
  • Количество скачиваний: 2